Çĕнĕ “Çăлкуç”
“Çăлкуç”: Новый источник

Паян эпӗ сире уйрӑм ҫын проекчӗпе паллаштаратăп. Вăл чăваш культурипе çыхăннă сăн ÿкерчĕксен уҫӑ вулавăшĕ. Хам сăмаха ку пуçару ăнсăртран ăçта çурални çинчен пуçласшăн. Никамах та пĕлмен ĕç ют ҫын чапне питех те кӑмӑлланнипе кĕвĕçÿ чиккинче пурнăçа кĕнĕ. Тепӗр тесен, хăвăрах курма пултаратăр.
Сегодня я расскажу вам про частный проект - открытую библиотеку изображений на тему чувашской культуры. Но хочу начать с того, где этот проект случайно родился: так вышло, что почти анонимная филантропическая инициатива появилась в месте, очень уж облюбованном чужим честолюбием - на границе с тщеславием. Впрочем, сейчас вы решите сами.
Тутарстанӑн кӑнтӑр енче, Элкей районӗнче, Сиктĕрме-Хузангаево ялĕ вырнаçнă. Нумаях пулмасть ăна Сиктĕрме ята тавăрса панă. Пысăках мар ял, çĕре яхăн хуçалăх. Пĕтĕмĕшле илсен, аван пурăнаççĕ.
В Алькеевском районе на юге Татарстана есть село Сиктерме-Хузангаево, а с недавних пор - просто Сиктерме. Село небольшое, чуть больше сотни жилых домов, но процветающее.
Ку ялта çуралса ÿснĕ чи паллӑ çын ятне, Хусанкайӑн ятне, 2022-мĕш ҫулта Иван Казанков вырăнти усламçă, çармăсри КПРФ лидерĕ пуçарнипе ял ятĕнчен катĕртнĕ. Анчах кунта халĕ те Петĕр Хусанкай халӑх поэчӗн муниципалитет музейӗ, урӑхла каласан, бюджет укҫи-тенкипе тытăнса тăракан музей пур.
В 2022 году упоминание Хузангая, самого известного уроженца села, было убрано из названия по инициативе Ивана Казанкова, местного предпринимателя и лидера марийской КПРФ. Но тут по-прежнему есть музей народного поэта - муниципальный, то есть существующий на бюджетные средства.
Сиктĕрмере тата тепӗр паллӑ вырӑна асăнмалла. Ку вăл Иван Казанков урамĕнче вырнаçнă «Çĕнĕ Сăвар» туризм комплексĕ. Унăн Учредителĕ кам пулнине эсир тавҫӑрса та илтӗр пулӗ.
Тут же, в Сиктерме есть ещё одна достопримечательность - туристический комплекс “Новый Сувар” на улице Ивана Казанкова (об учредителе, думаю, вы уже догадались).
Историе юратакансене «Ҫӗнӗ Сăвар» комплексӗ темĕн те пĕр сĕнме пултарать. Тĕслĕхрен, кунта зороастри культурин вут-çулăм керменĕ, укçа çапкан картиш, сăвар-чăваш историйĕпе культура музейĕ вырнаçнă (çăлкуç: novyi-suvar.orgs.biz). «Çĕнĕ Сăвар» — туристсене илĕртме тунă çĕнĕ хулаш.
Комплексу “Новый Сувар” тоже есть что предложить любителям истории: “строящееся городище с храмом огня зороастрийской культуры, монетным двором, музеем истории и культуры суваро-чувашей“ и многое другое (источник: novyi-suvar.orgs.biz). По большей части, это новодел для привлечения туристов.
Хусанкайпа Казанков хушшинче — Данила, Саратов програмисчӗ. Вăл чăвашран тухнă. Эпӗ ун ятне тӳрех пӗлеймерӗм, мĕншĕн тесен ман пата янă çыру айĕнче унăн ячĕ çукчĕ. Ҫапах та проект ҫинчен вăл хӑйӗн ятӗнчен каласа парӗ. Туризм комплексĕнче каннă хыççăн Данилăпа унăн хĕр тусĕ Олег Мурзин ертсе пыракан Хусанкай музейне кĕнĕ (Олег Мурзин та Хусанкай ялĕнче пурăнать, шкулта истори предметне вĕрентнĕ). Музей каччă чунĕнче тарăн йĕр хăварнă. Акă вăл мĕн аса илет:
Среди них был Данила - саратовский программист с чувашскими корнями. Я не сразу узнала, как его зовут: он написал мне анонимно, но сегодня всё же расскажет о проекте от своего имени. После отдыха в туристическом комплексе Данила с девушкой зашли в музей Хузангая под руководством Олега Мурзина - ещё одного уроженца села и бывшего учителя истории. Посещение оставило на Даниле сильное впечатление. Вот что он вспоминает:
Хусанкай музейĕ ял пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăнать. Унăн ятарлă çурт пур. Музейра поэт çуралса ÿснĕ çуртăн тата Шупашкар хваттерĕнчи ĕç пÿлĕмĕн ăш чиккийĕсене курма пулать. Самай аталаннă «Çĕнĕ Сăвар» комплекс çумĕнче муниципалитет музейĕ мĕскĕннĕн курăнни куç кĕретех. Ку пулăм вара драматурги жанрĕнчи хирĕçÿ пек сюжета аталанма май парать. Хузанкай тӑван ялне нумай хутчен килсе кайнă пекех Данилăна музейра курни-илтни нумай вăхăт хушши хăйĕн ытамĕнчен ямарĕ. Акă мĕн аса илет:
Музей Хузангая занял место в культурном центре села не только фигурально, но и материально: ему было выделено здание культурного центра. Внутри воссозданы два интерьера - деревенской избы, где рос поэт, и его кабинета в чебоксарской квартире. На фоне процветающего частного предприятия “Новый Сувар” серьёзная скромность муниципального музея не осталась незамеченной, и по всем законам драматургии конфликт стал двигателем сюжета. Как Хузангай регулярно возвращался в родное село, так и мысли Данилы не отпускал музей после поездки:

Данила сайт тума шут тытнă. Ун шучĕпе, сайт чăваш культурине сăнлакан сăн ÿкерчĕксен тÿлевсĕр упрамалли вырăн пулĕ. Хăть кам çак ресурса кĕрсе ÿкерчĕксене пăхса савăнма е тупăш кÿмен, кульутра тĕллевĕсене пурнăçлакан ĕçсенче усă курма пултарать:
Данила решил создать сайт, который стал бы бесплатным хранилищем изображений на тему чувашской культуры. Чтобы ими можно было не только любоваться, но и использовать - конечно, не с коммерческими, но с образовательными и культурными целями:
Çапла майпа «Çăлкуç» проект çуралнă.
Так появился проект “Ҫӑлкуҫ” (пер. “Источник”).
Данила сайта хăех тунă. Автор прависене хÿтĕлекен паллă лартнă (Creative Commons лицензийĕ). Халĕ кашни ÿкерчĕкĕн, пĕтĕмĕшле информацисĕр пуçне, ăçта, мĕнле ĕçсенче усă курма май пуррине кирлĕ каçă çине пусса пĕлме пулать. Ӳкерчĕксене икĕ пая пайланă: пĕри – «Иллюстрацисем», тепри – «Артсем». Уйрăмлăхне Данила çакăн пек ăнлантарса парать. Ун шучĕпе, иллюстрацисем ытларах текста е пĕр-пĕр ÿкерчĕк шухăшне уçса пама пулăшаççĕ, артсем – вĕçленнĕ ÿнер объекчĕсем.
Сайт Данила написал самостоятельно: профессия позволяет. Ввёл указание на авторские права (лицензии Creative Commons): теперь у каждой иллюстрации помимо общих данных есть информация, где её можно использовать - достаточно кликнуть на ссылку с типом лицензии. Изображения условно делятся на “Иллюстрации” и “Арты”. Как объясняет разницу между ними сам Данила, иллюстрации больше подходят для сопровождения текста или другой картинки, а вот арты - уже законченный объект, не требующий никакого дополнения.
Сӑн ӳкерчĕке автор сайта хӑех лартма пултарать. Модераци хыççăн ÿкерчĕксене курма пулать. Нумай сăн ÿкерчĕке Данила авторсемпе килĕштерсе хăй тиенĕ. Ҫак материала ҫырнӑ самантра сайтра тĕрлĕ ÿнерçĕн 58 иллюстраципе 37 арт вырнаçнă.
Изображение автор может загрузить самостоятельно, после чего оно попадёт на модерацию, но большинство изображений Данила загрузил сам, получив согласие авторов. На момент написания этого материала на сайте 58 иллюстраций и 37 артов разных художников.
«Ҫӑлкуҫ» проектăн тĕп шухăшĕ – усă куракан сăн ÿкерчĕксенчен тупăш илме юраманни. Сайтра реклама та, тÿлевлĕ çырăну та çук. Ку укçа ĕçлесе илмелли вырăн мар. Паллах, уçă галерейăна тытса тăма та сахал мар укçа-тенкĕ кирлĕ. Анчах та хӑйĕн пултарулӑхĕпе чăваш ÿнерĕн галерейине пуянлатас текен ÿнерçĕсем çукпа пĕрех.
В основе концепции “Ҫӑлкуҫ” лежит именно некоммерческое использование изображений, на самом сайте нет ни рекламы, ни платных подписок, никаких попыток заработать деньги - более того, содержание и наполнение этой открытой галереи тоже стоит немалых средств. Но несмотря на филантропическую задумку, желающих пополнить своим творчеством библиотеку-галерею чувашского изобразительного искусства оказалось не так много. Не то что даром - за деньги.
Ахăртнех, халăх юратакан ÿнерçĕсен ĕçĕсене интернетра çăмăллăнах тупса уçласа илме пулать. Çав вăхăтрах хăйсен ÿкерчĕкĕсемпе проекта тултарма ирĕк памаççĕ. Кăшт кăна тăрăшмалла ĕнтĕ. Çук, килĕшмеççĕ. Питĕ асӑрхануллӑ авторсем валли Данила ÿкерчĕксем çине шыв палли лартма май та туса панă.
Казалось бы, изображения популярных художников и так лежат в открытом доступе. Участие в проекте галереи могло быть символическим и не стоить ни малейших усилий - достаточно было бы дать согласие. Но его нет. Хотя для особенно осторожных авторов Данила предусмотрел возможность установить на изображение водяной знак, чтобы авторство точно не потерялось. Сам Данила рассуждает о причинах так:
Паллах, медиа хутлăхĕнче санăн проекту пулни — питӗ пӗлтерӗшлӗ. «Чӑваш флексӗ» Интернетра хутран-сĕтрен кăна хыпарсем лартать тата хăйĕн çинчен ÿркевлĕн каласа парать. Хăть мĕнле ăнăçлă проетăн та тĕнче тетелĕнче аталанмалла. Енчен те санăн влогусене, подкастусене, ВК ушкӑнусене, телеграм-каналусене çынсем çырăнаççĕ пулсан, вĕсен шучĕ ÿссе пырать пулсан — ку лайăх кăтарту. Мероприятире тухса калаçакан хăнасем те хăйсен пĕлтерĕвĕсенче çырăнакансен йышĕ пирки час-часах асăнаççĕ. Ку цифра ĕçĕн ăнăçлăхне палăртать. Тавлашма та пултаратăп, енчен те эсир чăваш культурипе кăсăкланатăр пулсан 2-3 паллă ÿнерçе (вĕсем хĕрсем) аса илме пултаратăр. Ку çеç те мар, социаллă тетелти страницисене эсир çырăннă та пулĕ.
Конечно, медиа-присутствие - очень важно. И ладно “Чӑваш флекс” нарочито небрежно щеголяет редкими новостями и ленивым медийным покрытием, но нормальному успешному проекту без раскрутки никуда. Влоги, подкасты, группы ВК, телеграм-каналы: количество подписчиков - это индикатор востребованности, их число у приглашённых спикеров припомнят даже в анонсах мероприятий, ведь оно отражает успех гораздо лучше среднего балла в дипломе. Готова поспорить, что и вы, раз интересуетесь чувашской культурой, можете навскидку вспомнить не одну и не двух известных чувашских художниц, а на кого-то даже подписаны. Я сама подписана на одну.
Халăхра анлă сарăлнă ÿнерçĕсен ĕçĕсем чӑваш ӳкерчӗкӗсен уҫӑ галерейине пуянрах тӑвӗç-ши? Паллах, тăвĕç. Пирĕн çамрăк проекта хутшăнса вĕсем çинчен тата та ытларах калаçĕç-ши? Ҫук пулӗ.
Сделает ли богаче открытую галерею чувашских изображений участие популярных художников? Безусловно. Даст ли им самим участие в молодом проекте дополнительных медийных очков? Навряд ли.
Чаплă шухăш çынсемсĕр аталанма пултарать-ши?
А может ли раскрутить себя просто красивая идея без участия людей?
Çав вăхăтрах Сиктермере ĕçсем кăшт урăхларах йĕркеленсе пыраççĕ. Акӑ, сӑмахран, ялăн ВК странициче Хусанкай поэтпа, куçаруçăпа тата Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçин паттарĕпе пĕр тан Хузангаево экономикине аталантаракан Казанкова, усламçăпа коммуниста, асăнаççĕ.
В Сиктерме, тем временем, дела обстоят проще. Вот, например, на странице села в ВКонтакте упоминаний успешного предпринимателя и коммуниста Казанкова, поднимающего экономику родного Хузангаево, столько же, сколько и самого Хузангая - поэта, переводчика и героя Великой Отечественной войны.

Тӳррипе каласан, Казанков ячĕ тата унăн тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем официаллă хыпарсенче, интервьюсенче тăтăшах тĕл пулаççĕ. Ял пурнăçне сăнлакан статьясем айĕнче вара Казанкова халалланă мутав сăмахĕсене час-часах вулама пулать. Медийлăх – çав тери кирлĕ япала. Халăх хушшинче ятна хăвах сармасан никам та ку ĕçе тумасть. Çын ас тăвăмне пĕрре те шанăç çук. Иван Казанков ячĕллĕ пулăçсен ăмăртăвне те йĕркеленĕ. Килĕр, хутшăнăр.
Давайте честно, без упоминания заслуг Казанкова вообще не обходится ни один официальный пост, ни одно интервью официальных лиц, а количество однотипных хвалебных комментариев в его адрес под любыми материалами в СМИ о жизни села и вовсе выглядит… интересно. Медийность - это важно. Не поддержишь своё имя сам - никто не поддержит, на людскую память рассчитывать не приходится. Есть даже конкурс рыбной ловли имени Ивана Казанкова - приезжайте участвовать.
Сайта тултарас тĕллевпе Данила ӳкерчĕксен конкурсĕсене те ирттернĕ. Кунпа вăл виçĕ хутчен хăтланса пăхнĕ. Иккĕшĕ вара ăнăçлă иртнĕ теме те пулать.
В поиске изображений для наполнения сайта Данила также пытался проводить конкурсы. Всего попыток было три, две из них даже можно назвать успешными.
Малтан Данила Шупашкарти ÿнер училищинчен пулăшу ыйтнă, ертÿçисене хăйĕн шухăшĕпе паллаштарнĕ. Конкурса графика специальнăçне алла илекенсен хушшинче ирттерсен аван пулнине, çĕнтерÿçĕпе призерсене хавхалантарма парнесем пурри çинчен пĕлтернĕ. Вĕренÿ заведени ертÿçисем малтанлăха ку шухăша хапăл тусах йышăннă, каярахпа вара çыхăнăва та тухми пулнă.
Сначала Данила обратился в Чебоксарское художественное училище. Он рассказал руководству о своей задумке: провести конкурс среди учащихся графических специальностей с призами за первые три места. Поначалу идея встретила энтузиазм со стороны руководства училища, но ближе к делу его представители перестали выходить на связь.
Конкурса Чăваш патшалăх культура институчĕпе Чăваш наци вулавăшĕ çумĕнчи Креативлӑ индустри шкулĕнче ирттерме май пулнă. Хăтшăнакансем вунна яхăн. Вӗсен ӗҫӗсене сумлă иллюстраторсем хакланă. Чи лайăх виçĕ ĕçĕн авторĕсем парнесем тивĕçнă. Виçĕмĕш конкурса ВК ушкӑнра ирттернĕ. Унăн теми «Хĕл мучи» пулнă.
Конкурс в итоге удалось провести в Школе Креативных Индустрий при ЧГИКИ и ЧНБ. Участников было не так много, меньше десятка. Их работы оценивало жюри, в которое вошли профессиональные иллюстраторы, и авторы трёх лучших работ получили призы. Ещё один конкурс был проведён в группе ВКонтакте на тему чувашского Деда Мороза - Хĕл Мучи.
Ҫак мероприятисем «Çăлкуç» проекта тĕрлĕ профильлӗ ушкӑнсемпе тетелсенче сарма, пĕр шухăшлă çынсем, пултаруллă ÿнерçĕсем тупма майсем туса панă. Хăш-пĕр ĕç проектăн тĕллевĕсене ăнăçлăн пурнăçланă. Тĕслĕхрен, Сергей Латынцев хайланӑ И.Я.Яковлев ӳкерчĕкĕ Чăваш наци вулавăшĕн телеграмм каналĕнчи поста илемлетнĕ. Шӑпах та, проект тĕллевĕ.
Эти мероприятия, а также раскрутка проекта в профильных группах и сетях помогли “Ҫӑлкуҫ” найти небольшую, но ощутимую группу сторонников, которые поддерживают его не только своим творчеством, но и распространением материалов. Некоторые работы успешно достигают и цели проекта: так изображение Яковлева авторства Сергея Латынцева иллюстрировало пост в телеграм-канале Национальной библиотеки Чувашии. Именно для таких нужд проект и создавался.

Йывăрлăхсене пăхмасăр «Çăлкуç» проект малаллах аталанать. Халăх поэчĕн музейне пулăшас тĕллеве те Данила пăрахăçламан-ха:
Несмотря на все сложности, связанные с организацией “Ҫӑлкуҫ”, об изначальной мотивации - поддержке раздаточным материалом музея народного поэта, Данила тоже не забывал:
Хусанкай музейĕ ҫирĕм ҫул ытла пĕр çын хастарлăхĕ çинче аталаннă. Анчах пурнӑҫ пӗр вырӑнта тӑмасть, ялта халь ҫӗнӗ паллă вырăнсемпе çĕнĕ паттăрсем пур. Сиктĕрме те текех Хузангаево ятлă мар. Çапах та хальлĕхе ВКри постсенче тĕрлĕ уяв, паллă çын çинчен калакан хыпарсенче Хузангаево тĕл пулкалать-ха. Ятсемпе кĕрешне вăхăтрах çакна манса каймалла мар: ку ялта пурте тенĕ пекех пĕр-пĕрне тăван лекет. Çав шутра, чăваш халăх поэчĕ Хусанкай та. Вăл та Казанков хушаматпа çуралнă.
Музей Хузангая больше двадцати лет держался на энтузиазме одного человека. Но жизнь не стоит на месте, в селе теперь есть новые достопримечательности и новые герои. Да и Сиктерме больше не Хузангаево, пусть в группе села ВКонтакте среди перечисления местных достижений, мероприятий и уже известных нам выдающихся лиц старое название села тут и там мелькает в комментариях и постах местных жителей. На фоне переименований и прочих топонимических страстей особенно примечательно, что в селе, как обычно, многие приходятся друг другу дальними родственниками, и фамилия народного поэта при рождении - Казанков.
Хушамачĕсем те пĕр пулсан, тăван культурăна упраса хăварас тĕллевсем те пĕрлештереççĕ пулсан мĕн-ма пĕрле кар тăрса чăваш цифра ÿнер культурин вулавăшне пулăшас мар?
А раз не только фамилия одна, но и задача сохранения культуры общая, то почему бы не объединить усилия и не поддержать библиотеку чувашской цифровой изобразительной культуры?
ВКонтакте тетели ушкăн - vk.com/salkus21
Группа ВКонтакте - vk.com/salkus21
Фотосене статья авторĕн архивĕнчен илнĕ.
Фотографии из личного архива героя статьи.
Куçараканĕ - Айтар Степанов
Перевод выполнен Айтаром Степановым
22.07.2026